
Патӑрьел муниципаллӑ оркугӗнчи Ишлӗ ялӗнче ача пахчинчен пуҫламӑш шкул туса хурасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттернӗ.
Документацире палӑртнӑ тӑрӑх, ача пахчинчен тунӑ пуҫламӑш шкулта шкул умӗнхи ушкӑн тата спортзал пулмалла. Контракт – 118,3 миллион тенкӗлӗх. Аукционра Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Булат» фирма ҫӗнтернӗ.
Подрядчикӑн пуҫламӑш шкула кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

Шупашкарти 184-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем ҫурт тӑрринчен анакан Хӗл мучисене курсан савӑннӑ кӑна мар, тӗлӗннӗ те. ВСКСӑн тата Ресурс центрӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗсен хӑй ирӗкҫисем «Хӗл мучисен десанчӗ» акци ирттереҫҫӗ.
Вӗсем хӗллехи асамҫӑ тумне тӑхӑнса, ятарлӑ снаряжени ҫаклатса ҫурт тӑрринчен анса ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл мучипе Юр пикене сӑвӑсем каласа парса парнеллӗ пулнӑ.

Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринпе юнашар пирус туртмалли сутакан лавкка ӗҫленӗ. Хулари Гагарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерпе юнашарах тенӗ пек ача пахчи пур.
Табак таврашне, никотинлӑ япаласене, чӑмламалли табак сутакан точкӑсене ача пахчисемпе шкулсен ҫывӑхӗнче уҫма юрамасть. Асӑннӑ лавкка 74-мӗш ача пахчинчен 39 метрта вырнаҫнӑ. Нормӑпа килӗшӳллӗн 100 метртан ҫывӑхра пулмалла мар.
Усламҫӑ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра лавккана хупасшӑн. Ӗҫе суда ярса панӑ.

Чӑваш Енри ача пахчисенче ӗҫлекен воспитательсем «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫ-хӗле чӑвашла йӗркелесси» программӑпа пӗлӗве ӳстермелли курсра вӗреннӗ. Курса Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Анна Егорова, Надежда Иванова тата Тамара Артемьева доцентсем ертсе пынипе педагогсем вӗренӳпе воспитани ӗҫ-хӗлне тӑван чӗлхепе йӗркелесе ирттерессин теорипе практика никӗсӗсене тишкернӗ, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ, шкул ҫулне ҫитмен ачасен чӑвашла пуплевне аталантарас ӗҫре ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлемеллли мелсемпе майсем ҫинчен пӗлнӗ, чӑвашла занятисем ирттерес хӑнӑхусене алла илнӗ.

Тӑвайри 1-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем микро ешӗл ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ, вӑрӑсене вӗренеҫҫӗ. Унта Сергей Михайлов пулӑшнипе агролаборатори уҫӑлнӑ.
Агролаборатори ачасене хими, экологи, физика вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарӗ. Пӗчӗкскерсем ансат сӑнавсем ирттерӗҫ. Ҫакӑ вӗсене тӗпчев ӗҫӗпе кӑсӑкланма та хӗтӗртӗ.

Улатӑрта ача пахчи пулнӑ ҫурта каллех сутма лартнӑ. Кунта сӑмах – «Хӗвел» ятли пирки.
Ача пахчин территорине те пӗрлех сутаҫҫӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 19 миллион та 785 пин тенкӗ. Чи пӗчӗк хак – 9 миллион та 892 пин те 500 тенкӗ. Ӑна аукционра чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче сутӗҫ.
Палӑртмалла: ача пахчине 2020 ҫулта авариллӗ лару-тӑрура тесе хупнӑ. Ӑна пӗлтӗр сутма хӑтланнӑ. Анчах туянакан пулманран аукцион иртмен.

Шупашкарти 165-мӗш ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх 100 ача пахчи шутне кӗнӗ. Ӑна «Тӗслӗх ача пахчи» пек федераци реестрне те кӗртнӗ.
Чи лайӑххисене суйланӑ чухне мӗн шута илнӗ-ха? Вӗренӳ пахалӑхне, инфратытӑма, педагогсен профессионаллӑхне, канӑва мӗнле йӗркеленине тата ачасен сывлӑхне упрама пулӑшакан мероприятисене ирттернине шута илнӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта вӗлле хурчӗллӗ тата усал арҫынлӑ ача пахчи пур-мӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх.
Унта сӑмах асӑннӑ хулари 16-мӗш ача пахчи пирки пырать. Алӑкран кӗнӗ ҫӗрте вӗлле хурчӗсем иленнӗ иккен. Ача пахчин заведующине каланин усси ҫук имӗш. Халӗ вӗлле хурчӗн йӑвине мамӑкпа хупласа хунӑ-мӗн, анчах апла туни пулӑшмасть.
Унсӑр пуҫне ҫав хӗрарӑмӑн упӑшки, ача пахчинче завхоз тата патник пулса ӗҫлекен арҫын, хӑйне питӗ кӑнттам тытать иккен. Вӑл усал сӑмахсемпе ним мар перекелешет-мӗн.

Пӗтӗм Раҫҫейри "Шкул умӗнхи чи лайӑх вӗренӳ организацийӗ" конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Питӗр хулинче иртнӗ.
Конкурсра Шупашкарти ача пахчисем те малти вырӑнсене йышӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Тӗп хулари 11-мӗш, 15-мӗш, 19-мӗш, 162-мӗш, 182-мӗш ача пахчисем чи лайӑххисен йышне кӗрсе диплома тата медале тивӗҫнӗ.

Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ виҫӗ ҫыншӑн ӗҫленӗ пек укҫа илсе тӑнӑ. Ҫапла ҫулталӑк ҫурӑ пулнӑ.
2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗччен вӑл делопроизводитель тата хуралҫӑ вырӑнне ача пахчинче унччен ӗҫленӗ ҫынсене вырнаҫтарнӑ. Лешсем вара ӗҫлемен. Заведующи табеле ӗҫ кунӗсене ҫырса пынӑ. Ҫав икӗ ҫыннӑн пенси стажӗ пынӑ, вӗсемшӗн паракан укҫапа вара заведующи хӑй усӑ курнӑ.
